Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хуллен васка

Икӗ арҫын пӗр вырсарни кун пасара кайса килме шутлаҫҫӗ.
— Эсӗ ӗнтӗ ыран ман патӑма лашуна кӳлсен иртерех килме тӑрӑш. Ху пӗлен, Сӗве ҫинчи пӑр чылаях йӑшма ӗлкӗрнӗ. Ирпе аптӑрас ҫук та-ха, ҫапах та чиперех кайса килесчӗ, — тет юлташӗ ӑс парса.
Акӑ вӗсем ҫула тухаҫҫӗ те Сӗве хӗррине ҫитеҫҫӗ.
— Эсӗ, йоккӑр-маккӑр, ан васка-ха, хулленрех пул. Лашана чарар та малтан пӑр ҫине хамӑр кӗрсе, иксӗмӗр те хирӗҫ ҫыранах каҫса, тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхар, пасарӗ пирӗнтен тарас ҫук, ӑнсӑртран кӗмсӗрт сиксе ан тухтӑрах, — пӗри теприне хӑй ыйтнӑ пек тума сӗнет. Пӑр шанчӑклах иккен, ирпе тата хытӑ шӑнтнӑ. Ҫакскерсем пасара чиперех ҫитсе мӗн илес пеккине туянаҫҫӗ те киле тулли кӑмӑлпа таврӑнаҫҫӗ.
"Хуллен васка" тесе каласси Авалхи Рим императорӗнчен — Августран пуҫланса кайнӑ-мӗн. Рим историкӗ Светоний кун пирки акӑ мӗн ҫырса хӑварнӑ: "Ҫар пуҫлӑхӗсене, ҫул пуҫӗсене Август император нихҫан та кӗтмен-туман ҫӗртен сиксе тухнӑ, пӑтӑрмахлӑ, анчах яваплӑ самантсенче ытла хыпаланса, сиксе ӳкме хушман. Чи кирлӗ теветкеллӗ самантра та, уйрӑмах ҫакӑ ҫарсене ертсе пыракан пуҫлӑхсене пырса тивет, васкама тӑхтӑр, хулленрех васкӑр. Урӑхла, хирӗҫле тусан — намӑс курасси, тӑшман инкекне тӳсесси, ҫар ҫыннисене ҫухатасси куҫ умӗнчех".
Рим императорӗ Август авалах ӑс парса каланӑ сӑмахсем халӗ те ытарлӑ пӗлтерӗшне ҫухатман. Ку ӗнтӗ: "Пӗр-пӗр пысӑк та яваплӑ ӗҫе пуҫӑниччен, вӑхӑчӗ васкатать пулин те пуҫ тавра тӗплӗн шутла, ун патне утӑм тӑвиччен, хуллен, васкамасӑр виҫсе пӑх", — тенипех танлашать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-03-07 00:59:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4316 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем